Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ — Космонавтика кунӗ.

Тÿпере вӗҫсе ҫÿрерӗн
Кӑйкӑрпа пӗр тан,
Эс чӑваш ятне ҫӗклерӗн,
Паттӑр Андриян. (Ю. Сементер)
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ — Космонавтика кунӗ. Ҫак кун ялсенче те, хуласенче те тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Пирӗн шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем Алексеева О.И. тата Григорьева О.В. та ҫак кун иккӗмӗш класра вӗренекен ачасемпе «Чӑваш ачи Андриян – паллӑ летчик-космонавт» темӑпа калаҫу урокӗсем ирттерчӗҫ. Ачасем вӗрентекенсем каласа панине питӗ тимлӗн итлерӗҫ. Малалла Андриян Николаев ҫинчен тата та нумайрах вуласа пӗлме сӑмах пачӗҫ, хамӑрӑн паллӑ ентешпе мухтанни ҫинчен каларӗҫ.

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Комментарии и пинги к записи запрещены.

Комментарии закрыты.

Return to Top ▲Return to Top ▲