Аннесен куне


Чÿк уйăхĕн 29-мӗшӗ – Аннесен кунĕ.
Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне.
Йышăнса илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Юратнӑ аннесене ҫывхарса килекен уяв кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпăр. Аннесен кунне ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ, парнесем хатĕрлеҫҫӗ. Уява хатӗрленсе 3Б класра вĕренекенсем амӑшӗсем валли уяв открыткисем хатĕрлерĕҫ. Хӑйсем амӑшĕсене мĕнле хытӑ юратнине, хисепленине чунран тухакан ӑшӑ сӑмахсем ҫырса палӑртрĕҫ.
Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,
Эс пуринчен те хитререх.
Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм.
Тата та пул чипертерех.

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Комментарии и пинги к записи запрещены.

Комментарии закрыты.

Return to Top ▲Return to Top ▲