Архив категории ‘Неделя чувашского языка’

Экскурсире пултăмăр

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче 9-мĕш А тата 9-мĕш В класра вĕренекенсем класс ертÿçисемпе пĕрле К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса курчĕç. Экскурсовод ачасене чăвашсен паллă писателĕсемпе поэчĕсем çинчен каласа пачĕ, музей экспоначĕсемпе паллаштарчĕ.

Культура институтĕнче

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи культура институтĕнче «уçă алăксен» кунĕ пулчĕ. 50-мĕш шкулта вĕренекен 8Б тата 7Г класс ачисем çак мероприятие уроксем хыççăн хавхалансах кайрĕç. Курмалли тата тĕлĕнмелли кунта чăнахах та нумай пулчĕ: концерт та, мастер-класс та.

Литература музейĕнче

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче 50-мĕш шкулта вренекен 7Г класс ачисем Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Литература музейне экскурсие кайса курма шутларĕç. Кунта пире чăвашсен йăлипе ăшшăн кĕтсе илчĕç. Экскурсие музей руководителĕ И.В. Оленкина ертсе пычĕ. Вăл ачасене музей экспоначĕсем çинчен интереслĕ те тĕплĕн каласа пачĕ.Экскурси пурне те кăмăла кайрĕ.

«КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ПОЭТ»

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче 9-мĕш А тата 9-мĕш В класра вĕренекенсем класс ертÿçисемпе пĕрле Шупашкарти Çĕспел Мишши музейĕнче пулчĕç. Музей пуçлăхĕ Антонина Андреева ачасене сăвăçăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çеспĕл Мишши хăйĕн кĕске ĕмĕрне тăван халăх телейĕшĕн панине ачасем ăнланчĕç. Юратнă поэт пултарулăхĕ кашни ачарах чăвашлăх туйăмĕ вăратрĕ.

Илемлĕ вулав конкурсĕнче

Чÿк уйăхĕн 25- мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологи кафедри йĕркеленипе «Поэзия народов России» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Хĕрÿ конкурсра 9 Б класра вĕренекен Алексеева Анастасия ( ертÿçи Алексеева М.В.) 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Раççейре Экологи тата Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ ирттерчĕ. Конкурсра ачасем тăван çĕр-шыва, атте-аннене хисеплени, юратни çинчен çырса пĕлтерчĕç. Ăмăртура 9-мĕш В класра вĕренекен Христофорова Кристина 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ (вĕрентекенĕ Павлова М.М.). Эпир ăна саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнусем тума сунатпăр.

Интернетпа ирттернĕ олимпиада

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе олимпиада иртттерчĕ. Олимпиадăна 7–9-мĕш классенче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. 7-мĕш В класра вĕренекен Андреева Ольга 1-мĕш вырăн йышăнчĕ (ертÿçи Павлова М.М.). Эпир ăна çитĕнÿ тунă ятпа ăшшăн саламлатпăр!

«АТТЕ-АННЕПЕ ЭПĔ ПĔРЛЕ» конкурсра

2017 çулхи чӳк уйăхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Çеçпӗл Мишши музейӗнче Чăваш Енре Амăшӗпе Ашшӗн çулталăкне халалласа «Атте-аннепе эпĕ пĕрле» ятлă сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем çаксем пулчĕç: ачасен илемлӗ хайлавсене сăнарлă вулас хăнăхăвне аталантарасси; çемьери йăлана кӗнӗ пахалăха çирӗп тытса пыма, ашшӗ-амăшне хисеплеме тата упрама вĕрентесси. 7-мĕш В класра вĕренекен Андреева Ольга 1-мĕш вырăн […]

Усăллă кану кунĕ

10 Б класс ачисем (класс рук. Алексеева М. В.) Республикăри «Образовательное воскресенье» проекта хутшăнса авăн уйăхĕн 13- мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ельник ращинче иртнĕ РДШан пĕрремĕш слетĕнче пулчĕç. Хĕвеллĕ кун тата ытти шкулсенче вĕренекенсемпе хутшăнни ачасен кăмăлне çĕклерĕ.

Return to Top ▲Return to Top ▲