Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе, Эс – чун пахи, эс – чун уҫҫи. Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе, Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи!

Ака уйӑхӗн 25 –мӗшӗ чӑвашсемшӗн пысӑк уяв. Ҫак кун, кӑҫалхипе 22-мӗш ҫул ӗнтӗ ,Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунне халаласа ирттерекен уява кашни шкултах анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Пуҫламӑш класра чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем Алексеева Ольга Ивановнӑпа Григорьева Оксана Вениаминовна та ҫак кун хӑйсен вӗренекенӗсемпе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗҫ. 1-мӗш класра вӗренекенсене И.Я.Яковлев калавӗсемпе паллаштарчӗҫ. 2-мӗш класра вӗренекенсемпе Халал сӑмахӗсене вуласа тишкерчӗҫ. 3-мӗш класра вӗренекен ачасене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн кун-ҫулӗ ҫинчен презентацисем кӑтартса тӗплӗнрех каласа пачӗҫ.

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Вы можете оставить комментарий ниже.

Оставить комментарий


3 × два =

Return to Top ▲Return to Top ▲