«Чăваш чӗлхи пӗлӳҫисем» ăмăрту

Тӑван чӗлхе—тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас марччӗ. Чӑвашсен аслӑ ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев ҫапла палӑртнӑ: «Анне чӗлхи – халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗн аслӑран та аслӑ вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ»

Ака уйăхӗн 17-мӗшӗнче, чăваш чӗлхи эрни пуҫланнă май, Алексеева М.В., Кузьмина Е.В., Павлова М.М., Петрова А.В. вӗрентекенсем ҫиччӗмӗш тата саккăрмӗш класра вӗренекен ачасем хушшинче «Чăваш чӗлхи пӗлӳҫисем» (Знатоки чувашского языка) ăмăрту ирттерчӗҫ.1 вырăн- 7Б, 2 вырăн- 8Б тата 7А , 3 вырăн – 8Г класс ачисем йышăнчӗҫ. Ачасене чунтан саламлатпăр!

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Комментарии и пинги к записи запрещены.

Комментарии закрыты.

Return to Top ▲Return to Top ▲