Чăвашлăх тĕнчи

План проведения декады чувашского языка

План работы ШМО

Отчет ШМО учителей чувашского языка и литературы, КРК за 2016-2017

Методика материалĕсем

Хыпарсем

Экскурсире пултăмăр

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче 9-мĕш А тата 9-мĕш В класра вĕренекенсем класс ертÿçисемпе пĕрле К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса курчĕç. Экскурсовод ачасене чăвашсен паллă писателĕсемпе поэчĕсем çинчен каласа пачĕ, музей экспоначĕсемпе паллаштарчĕ.

...Read More »

Культура институтĕнче

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи культура институтĕнче «уçă алăксен» кунĕ пулчĕ. 50-мĕш шкулта вĕренекен 8Б тата 7Г класс ачисем çак мероприятие уроксем хыççăн хавхалансах кайрĕç. Курмалли тата тĕлĕнмелли кунта чăнахах та нумай пулчĕ: концерт та, мастер-класс та.

...Read More »

Литература музейĕнче

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче 50-мĕш шкулта вренекен 7Г класс ачисем Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Литература музейне экскурсие кайса курма шутларĕç. Кунта пире чăвашсен йăлипе ăшшăн кĕтсе илчĕç. Экскурсие музей руководителĕ И.В. Оленкина ертсе пычĕ. Вăл ачасене музей экспоначĕсем çинчен интереслĕ те тĕплĕн каласа пачĕ.Экскурси пурне те кăмăла кайрĕ.

...Read More »

«КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ПОЭТ»

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче 9-мĕш А тата 9-мĕш В класра вĕренекенсем класс ертÿçисемпе пĕрле Шупашкарти Çĕспел Мишши музейĕнче пулчĕç. Музей пуçлăхĕ Антонина Андреева ачасене сăвăçăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çеспĕл Мишши хăйĕн кĕске ĕмĕрне тăван халăх телейĕшĕн панине ачасем ăнланчĕç. Юратнă поэт пултарулăхĕ кашни ачарах чăвашлăх туйăмĕ вăратрĕ.

...Read More »

Илемлĕ вулав конкурсĕнче

Чÿк уйăхĕн 25- мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологи кафедри йĕркеленипе «Поэзия народов России» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Хĕрÿ конкурсра 9 Б класра вĕренекен Алексеева Анастасия ( ертÿçи Алексеева М.В.) 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

...Read More »

Older Entries »
Return to Top ▲Return to Top ▲