Илемлӗ вулакансен конкурсӗ

Кашни шкултах чӑваш чӗлхи эрни хӗрсе пырать. Пирӗн шкулта та ҫак кунсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Григорьева О. В., Алексеева О. И. Иван Яковлевич Яковлев калавӗсене илемлӗ вулакансен конкурсне ирттерчӗҫ. 4-мӗш класра вӗренекен ачасем Иван Яковлевич калавӗсене илемлӗ те палӑртуллӑ вуласа савӑнтарчӗҫ. Чи илемлӗ вулакан ачасене вӗрентекенсем грамотӑсем парса хавхалантарчӗҫ, чӑваш чӗлхине малашне те юратса вӗренме чӗнсе каларӗҫ.

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Вы можете оставить комментарий, или Трекбэк с вашего сайта.

Оставить комментарий


6 + = семь

Return to Top ▲Return to Top ▲