«Шкул пики – 2017» конкурсра

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Шкул пики – 2017» конкурс иртрĕ. Ăмăрту чăвашлăх туйăмне аталантарас, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырас, ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе пулса пычĕ. Конкурса 5-6-мĕш классенче вĕренекен пикесем хутшăнчĕç. Жюри членĕсем чи пултаруллă, чи ĕçчен, чи çепĕс, чи илемлĕ пикесене тупса палăртрĕç. «Шкул пики – 2017» ята 6-мĕш класра вĕренекен Андреева Оля тивĕçрĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те дипломсем парса чысларĕç.

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Комментарии и пинги к записи запрещены.

Комментарии закрыты.

Return to Top ▲Return to Top ▲