Уҫӑ уроксем

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерчĕç. Урок пуçламăшĕнче ачасем килнĕ хăнасене сывлăх сунни, класри йĕркене тата ачасен тимлĕхне асăрхама пĕлни курăнчĕ. Урок тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе вĕрентекенсем тĕрлĕ мелпе тата меслетпе усă курчĕç. Вĕсем çаксем: слайдсем пăхни, ачасем сасăпа илемлĕ вулани, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, çыру ĕçĕ, вăйă выляни, юмах лартни, çыхăнуллă калаçу йĕркелени, ребуспа ĕçлени, пĕтĕмлетÿ туни тата ыттисем те. Ачасен пĕлĕвĕ анлă та тарăн пултăр тесе вĕрентекенсем творчесвăллă ĕçлерĕç. Уроксем ăнăçлă та çÿллĕ шайра иртрĕç, вĕсен тĕллевĕсем пурнăçланчĕç, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерчĕç. Ирттернĕ уроксем вĕренекенсене те, хăнасене те питĕ килĕшрĕç. Вĕрентекенсем тĕрлĕ технологие алла илни куç кĕретех.

Рассказать друзьям:
  • Добавить ВКонтакте заметку об этой странице
  • Мой Мир
  • Facebook
  • Twitter
  • В закладки Google
  • Яндекс.Закладки
  • Одноклассники
Вы можете оставить комментарий, или Трекбэк с вашего сайта.

Оставить комментарий


пять + = 14

Return to Top ▲Return to Top ▲